Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑсталахпа пултарулӑх (Е. Ерланова)

ЧӐВАШ литературинче паллӑ йӗр хӑварнӑ прозаиксенчен пӗри — Владимир Садай ҫыравҫӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
В.Л. Садай /Цырульников/ 1926 ҫулта Ульяновск облаҫӗнчи Пухтел районӗнчи Каша ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан 1943 ҫулта ҫара кайнӑ. Сывлӑш-ҫар Флотӗнче ахаль салтакран пуҫласа кӗҫӗн командира ҫити ӳснӗ. 1945 ҫулта Монголие, Китая, Корейӑна Япони самурайӗсенчен ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан Тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ, тӳрех Пухтел районӗн "Пӗрлешӳллӗ ӗҫ" хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан яваплӑ секретарь тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, каярахпа редакторта вӑй хунӑ.
1951 ҫулта В.Садай Шупашкара куҫса килнӗ, мӗн виличченех тӗп хуламӑрта ӗҫлесе пурӑннӑ. Чылай хушӑ "Ялав" журналӑн яваплӑ секретарӗ, ун хыҫҫӑн "Ҫамрӑк коммунист" тата "Коммунизм ялавӗ" хаҫатсен литература сотрудникӗнче ӗҫленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, "ирӗклӗ писатель" пуличченех, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫак хушӑрах СССР Писательсен союзӗн М.Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен куҫӑмлӑ мар йӗркепе вӗренсе тухнӑ.
Ҫыравҫӑн малтанхи произведенийӗсем республикӑри хаҫат-журналта 1948 ҫулта пичетленме тытӑннӑ. Ҫавӑнтанпа В.Садай тарӑн шухӑшлӑ, пурнӑҫа тӗрлӗ енлӗн те тӗрӗссӗн ӳкерсе кӑтартакан вун-вун роман-повеҫ, калав-новелла, очерк ҫырнӑ. Паллӑ ҫыравҫӑн вулакансем хапӑл туса йышӑннӑ хайлавӗсен шутне "Юманкасси", "Шевлесем", "Туссем каллех пӗрле", "Тӑван хулара, тӑвансем патӗнче" повеҫӗсем, "Ватӑлмалӑх кунра", "Чӗре хушать", "Юр ирӗлет", "Верук", "Хура акӑшсем", "Пылчӑк", "Кивӗ купӑс", "Тӗтре шӑрши", "Кӑвакал утравӗн хуҫи", "Мӗскӗн", "Атте" калавӗсем кӗреҫҫӗ.
В.Садай пултарулӑхӗнче уйрӑмах "Летчиксем" роман тӗп вырӑн йышӑннӑ. Унта автор Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче совет летчикӗсен мухтавлӑ ӗҫ-хӗлӗпе хастар кӗрешӗвне витӗмлӗ ӳкерсе кӑтартнӑ. Шупашкарта чӑвашла тата вырӑсла ҫапӑнса тухнӑ хыҫҫӑн Ҫар издательстви ӑна "Повесть о крылатых друзьях" ятпа тепӗр хут пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак кӗнекешӗн проза ӑсти СССР Оборона министерствин хавхалантаракан премийӗпе хаклӑ парнине илме тивӗҫлӗ пулнӑ. "Летчиксем" роман писатель творчествишӗн кӑна мар, пӗтӗм совет литературишӗн сулмаклӑ утӑм пулнӑ.
Чӑваш ҫыравҫйн вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ "Туссем каллех пӗрле", "Ҫӗр ҫирӗм утӑм та виҫӗ талӑк", "Чӗререх, чӗререх...", "Геройсем", "Хыпарсӑр ҫухалнӑ", "Мария", "Аттесемпе пӗрлех кавакартӑмӑр" тата ытти произведенине те ырӑпа асӑнмалла. Вӗсем пурте Тӑван ҫӗршывӑмӑра тапӑнса кӗнӗ нимӗҫ фасшисчӗсенчен паттӑррӑн хӳтӗленине кӑтартса панӑ.
В.Садай пултарулӑхӗнчи тепӗр пысӑк тема — ҫӗре юратакан ял ӗҫченӗсен ӗмӗт-тӗллевӗпе ӗҫне-хӗлне сырса кӑтартни.
Вӑрҫӑ Аслӑ ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ хыҫҫӑн салтаксем тӑван ялӗсене таврӑннӑ. Тарпа исленнӗ гимнастеркисене хывса мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Шӑпах ҫакна куратпӑр та проза ӑстин пурте килӗштерсе вулакан "Юманкасси" повеҫӗнче. Кунта ҫӗршыв чысӗпе ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫса хӑрах урине ҫухатнӑ Талыкин вӑрҫа пула юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратас тесе ырми-канми ӗҫленине кӑтартса панӑ.
"Шевлесем" повеҫри ӗҫсем машинӑпа трактар станцийӗсене /МТС/ ҫӗнӗлле йӗркеленӗ тапхӑрта пулса иртнӗ. Повеҫре писатель Андрей Иванович тимӗрҫӗ, Петр Иванович агроном, Сантӑр тракторист сӑнарӗсене туллин те уҫҫӑн сӑнласа панӑ.
В.Садайӑн ял ӗҫченӗсем ҫинчен ҫырнӑ кирек хӑш произведенине вуланӑ чухне те кӑмӑл-туйӑм вӗсем патнелле туртӑннине, чун-чӗре ҫав пархатарлӑ ҫынсемпе пӗрле пулма хистенине туятӑн. "Ҫирӗклӗ кӳлӗри утӑ уйӑхӗ" повеҫре те ҫав вӑхӑтри ял сӑн-сӑпачӗ кӑмӑла тыткӑнлать. Автор кунта уссе, вӑй илсе пыракан ял, унти ӗҫлӗ пурнӑҫӑн илемне ӑста ӳнерҫӗ куҫӗпе курса сӑнланӑ.
Ҫыравҫӑн "Ҫӗр тата ҫын" повеҫӗ те пысӑк хисепе тивӗҫ. "Ҫӗртен пулнӑ — ҫӗрех каятпӑр тетпӗр те, анчах кам мӗнле каять вӗт. Кам мӗнле пурӑнать тата унта кайиччен". Ҫак сӑмахсем повеҫӗн тӗп шухӑшне тарӑнрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.
Ял темипе ҫырнӑ произведенисенчен "Ҫӑлтӑрсем Тапӑра анаҫҫӗ" роман та сумлӑ вырӑн йышӑнать. Писатель хӑйӗн ӗҫӗнче Тапӑр ялӗнчи ӗҫченсен кулленхи пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, унӑн ҫыннисен чун-чӗри илемленсе, тасалса пынине кӑтартнӑ, вӗсене ҫӗр ҫинчи ҫӑлтӑрсем тесе хакланӑ.
Республика промышленноҫӗпе ял хуҫалӑх паттӑрӗсем ҫинчен те сахал мар очерксемпе тӗрленчӗксем шӑрҫаланӑ паллӑ прозаик. "Трактор завочӗ, ӑна лартакансем", "Хамӑр енче, ентешсем патӗнче", "Вӑл чӗрӗ, службӑрах тӑрать", "Эльмендеев чӑвашӑн иртнӗ вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ" чӑн-чӑн илемлӗ произведени пек вуланаҫҫӗ.
Ҫут ҫанталӑк Владимир Леонтьевича ҫирӗп вӑй-хал панӑ. Вӑл литература анинче 40 ҫул ытла ӗҫлесе чӑваш халӑхне 30 яхӑн кӗнеке парнеленӗ. Унӑн нумай хайлавне вырӑсла, украинла, тутарла, ҫармӑсла тата ытти чӗлхене куҫарса пичетленӗ. Хӑй те ытти халӑх ҫыравҫисен произведенийӗсене сахал мар чӑвашла куҫарнӑ.
Пултаруллӑ ҫыравҫӑ 1991 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ, ӑна Шупашкарта пытарнӑ. В.Садайӑн кенекисем тата ун ҫинчен ҫырнӑ паха материалсем Чӑваш патшалӑх пичет архивӗнче тирпейлӗн упранаҫҫӗ, паянхи кун та чӑваш литературинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Вӗсем малашнӗ те тӑван чӑлхепе литературӑна юратакансене тивӗҫлипех кӑсӑклантарасса шанас килет.

Е.АРЛАНОВА,
Чӑваш патшалӑх пичет архивӗн пай пуҫлӑхӗ.
«Хыпар», 2006, ака, 11


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-07-22 12:33:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3789 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем